Пушартан хӑрушӑраххи мӗн пур-ши? Нумаях пулмасть Ҫӗмӗрле хулинче пушар алхаснине пӗлтернӗччӗ. Телее, ун чухне инкекпе вӗҫленменччӗ.
Нарӑсӑн 22-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Шӑхасанта пысӑк инкек пулнӑ. Ҫапла, каллех «хӗрлӗ автан» ташланӑ. Хальхинче ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Ирхине пушар хуралне Шӑхасанти Николаев урамӗнчи 6-мӗш ҫурт ҫунма тытӑннине кӳрши шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Шел те, ҫуртра пулнисене ҫӑлма май килмен.
Пушар амӑшӗн тата виҫӗ ачан пурнӑҫне татнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм 1989 ҫулта ҫуралнӑскер. Унӑн ачисем 3, 2 тата 1 ҫулсенче пулнӑ. Пушарнӑйсем малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫулӑм электричество плиткипе тӗрӗс мар усӑ курнӑшӑн тухнӑ. Ҫак ҫуртрах хӗрарӑмӑн пиччӗшӗ, унӑн ашшӗ-амӑшӗ пурӑннӑ. Вӗсем пушар тухнӑ чухне килте пулман.
Паян Канаш районӗнче Чӑваш Енри ял хуҫалӑх комплексӗн ӗҫченӗсен ӑмӑртӑвӗ пулнӑ. Йӗлтӗр тупӑшӑвне республикӑри 16 ушкӑн хутшӑннӑ.
Йӗлтӗрҫӗсене Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Анатолий Егоров ӑшшӑн саламланӑ. Спортсменсене ӑнӑҫу суннӑ хыҫҫӑн вӑл тата ЧР ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗсем Эдуард Александровпа Ирина Кошкина, Россельхозбанкӑн ертӳҫи Ирина Письменская, «Ҫӗрулмине мухтав» агрофирмӑн тӗп директорӗн ҫумӗ Олег Мартышин старта тухнӑ.
Паян, хӗвеллӗ тата сивӗ шӑматкун, ӑмӑртакансен йышӗнче ытларах арҫынсем пулнӑ. Вӗсем вӑйлӑ, паттӑр пулнине тепӗр хут кӑтартнӑ.
Тупӑшу ял хуҫалӑх комплексӗсен ертӳҫисен чупӑвӗпе пуҫланнӑ. Финиша республикӑри Патшалӑх техтӗрӗслевӗн инспекциӗн пуҫлӑхӗ Владимир Дмитриев пӗрремӗш ҫитнӗ. «Букет Чувашии» организаци ертӳҫи Дмитрий Круглов унран темиҫе ҫеккунт ҫеҫ юлнӑ. Олег Мартышин виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Ытти чупура та ҫӗнтерӳҫӗсем пулнӑ. Хӗрӳ тупӑшу пурне те савӑк кӑмӑл парнеленӗ.
Лавккасем халӗ унта та кунта ҫумӑр хыҫҫӑнхи кӑмпа евӗрех ӳссе лараҫҫӗ. Тепӗр тесен лайӑх-ха ӗнтӗ: пӗр ҫӗрте килӗшмесен тепӗр вырӑнта туянма пулать.
Ҫывӑх вӑхӑтра Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Пӗршенерте лавкка туса лартӗҫ. Район администрацийӗ ҫӗре сутма аукцион ирттернине хыпарлать. 50 тӑваткал метр лаптӑка туянас шухӑшлисем виҫҫӗн тупӑннӑ иккен. Ҫӗрӗн малтанхи хакне 43 пин те 600 тенкӗ тесе палӑртнӑ. Аукционта уншӑн Р.В. Иванова ятлӑ хӗрарӑм пек сӗнекен пулман. Вӑл ӑна пуринчен хаклӑрахпа, 63 пин те 220 тенкӗпе, туянма кӑмӑл тунӑ. Ҫапла вара ҫӗре райадминистраци ӑна сутса янӑ.
Паян Нестер Янкас сӑвӑҫ ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитет. Ҫак паллӑ куна халалласа Канаш районӗнчи Сиккассинчи вулавӑш ӗҫченӗсем А.И. Миттов ячӗллӗ вӑтам шкулта «Янкас сӑввисем» лирика сехечӗ ирттернӗ.
Уява Сиккасси культура керменӗн ӗҫченӗсем Нестер Янкасӑн «Кӑмӑл» сӑвви тӑрӑх кӗвӗленӗ юрӑпа уҫнӑ. Сиккасси ял вулавӑш ӗҫченӗсем З.Г. Мукшинапа В.М. Мурзукова сӑвӑҫӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Е.М. Александрова Нестер Янкаса халалланӑ хӑтлавпа паллаштарнӑ, унӑн сӑввисене тишкернӗ. Аслӑ классенче вӗренекенсем вуланӑ сӑвӑсем уйрӑмах чуна хускатрӗҫ тесе пӗлтереҫҫӗ унта пулнисем. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче вӗренекен Андрей Изенгеев, халӗ вӑл Сиккасси шкулӗнче парктика ирттерет, Нестер Янкасӑн «Ывӑл» сӑввине лайӑх вуланӑ. Уяв викторинӑпа вӗҫленнӗ.
Сӑнсем (7)
Канаш районӗнчи Карӑклӑ ялӗнчи ача пахчинче пӗчӗккисем валли паян тепӗр ушкӑнлӑх вырӑн уҫӑлнӑ. Ӑна валли республика хыснинчен 2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫав укҫана ушкӑн валли пӳлӗме юсаса ҫӗнетме, сӗтел-пукан туянма янӑ. Ҫӗнӗрен уҫӑлнӑ ушкӑна 20 ача хӑйӗн хаваслӑ сассипе тултарӗ.
Хӗрлӗ хӑйӑва касма районти тӗрлӗ пуҫлӑх тата Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗн ҫумӗ таранах пырса ҫитнӗ. Тӳресене ача пахчин ертӳҫи Е.Г. Георгиева тем пек тав тунӑ. Ун пек мероприятисенче ашшӗ-амӑшне те сӑмах параҫҫӗ те, караклӑсем те ыттисенчен уйрӑлса тӑрас темен: М.В. Шавгеева ятлӑ амӑшӗ строительсене, район администрацине ырланӑ-мухтанӑ.
Пурнан пурнӑҫа кам епле пурӑнса ирттерет. Канаш районӗнчи Чакаҫ ял арҫынни А.В. Алексеев сысна ӗрчетет. Ҫак чӗрчунсене усрама пуҫличчен вӑл вӗлле хурчӗ тытса пӑхнӑ. Каярах «вьетнам сысни» текен ӑрат ҫине куҫнӑ. Ун йышши сысна пуррине ӑна Шӑмӑршӑра пурӑнакан юлташӗ каласа кӑтартнӑ. Хӑй усракан ӑрата арҫын питӗ ырлать: йӑпӑр-япӑр чирлемеҫҫӗ, пӗтӗленме хӑвӑрт ӳссе ҫитеҫҫӗ тет. Ҫитерме кил тӗрӗшри апат юлашкиех каять-мӗн. Ятарласа урпа кӗрпи, пӑрҫа, комбикорм кӑна туянать.
Паян Алексеев хуҫалӑхӗнче 5 сысна ами, 1 сысна аҫи тата 22 ҫура. Сысна юратакан арҫын икӗ качакипе те мӑнаҫланать.
Кӑҫал Канаш районӗнчи Ямашри клуба уҫнӑранпа 95 ҫул ҫитет. Шӑп та 1919 ҫулта ӗнтӗ ҫак ялта клуб-вулавӑш уҫнӑ та. Кӑҫал культура ҫулталӑкӗ пынӑ май ямашсем ҫак паллӑ куна нарӑсӑн 3-мӗшӗнче уяв тусах палӑртнӑ.
Тӗрлӗ тӳре-шара ял клубӗн юбилейӗпе саламланӑ: Ямаш вӑтам шкулӗн директорӗ, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тата ял ҫыннисем.
Концерт программи анлӑ пулнӑ. Чи малтанах «Ентешсем» ансамбле асӑнас пулать — унӑн ӳнер ертӳҫи ҫак ялсемех, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ятне тивӗҫнӗ Стеклов В.Г. Ҫавӑн пекех ялта «Задоринки» ташӑ кружокӗ те ӗҫлет. Вӗсем матрёшкӑсен ташшине лартса пачӗҫ.
Ял тӑрӑхӗн сайчӗ куракансем уявпа кӑмӑллӑ пулни пирки пӗлтерет.
Синоптиксем ҫак канмалли кунсене ҫанталӑк ӑшӑтассине пӗлтереҫҫӗ-ха. Ӑшӑтни тумлам юхма пуҫлассине пӗлтермест те, анчах шартлама сивӗ чакмалла теҫҫӗ. Хальлӗхе вара ҫанталӑк сиввине кура ачасен шкула каймасан та юрани пирки аса илтерер.
Шупашкарти вӗренӳ учрежденийӗсем 1–4-мӗш классенче вӗренекенсене 25 градусран сивӗрех пулсан шкула пыма сӗнмеҫҫӗ. 5–9-мӗш классене 30 градусран сивӗрех чух шкула каймасан юрать. Аслӑраххисене, 9–11-мӗш класра вӗренекенсене, 35 градусран иртсен килте ларма хушаҫҫӗ. Шартламана пӑхмасӑрах вӗренме талпӑнакансене каялал хӑваласа ямӗҫ — уйрӑм е ушкӑнпа заняти ирттерессине пӗлтереҫҫӗ.
Сӑмах май, сивӗ ачасене кӑна мар, аслисене те шеллемест. Шартлама вӑхӑтӗнче республикӑра 5 ҫын шӑнса вилнӗ те ӗнтӗ. Ҫавсен шутӗнче — килсӗр-ҫуртсӑр икӗ ҫын, 28 ҫулти Шупашкар арҫынни, Канаш районӗнчи Вӑтакас Татмӑш ялӗнчи тата Етӗрне районӗнчи Йӑмалӑхри 32 ҫулти тата 80-ри хӗрарӑмсем.
Канаш районӗнче муниципалитетсен пушар хуралӗн водителӗсен вӗренӗвӗ иртнӗ.
Паянхи кун унти ял тӑрӑхӗсенче 13 пушар хуралӗ йӗркеленӗ. Инкек-синкекре вӗсем вырӑна ҫитме яланах хатӗр тӑраҫҫӗ.
Вӗренӗве пухӑннисен умӗнче район администрацийӗн социаллӑ программӑсен секторӗн заведующийӗ А.В. Егоров тата пушара хирӗҫ кӗрешекен вырӑнти службӑсен пуҫлӑхӗсем А.А. Шакин тата А.Н. Николаев тухса калаҫнӑ. Пушар сиксе тухасран туса ирттермелли ӗҫсем пирки те сӑмах пынӑ унта. Тата пушарпа кӗрешекенсен ӗҫне лайӑхлатасси пирки те калаҫнӑ. Унтан вӗрентӳ ирттернӗ.
Сӑнсем (11)
Кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче «Росинка» физкультурӑпа спорт центрӗнче «Чемпионсен каҫӗ» иртнӗ. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта иртнӗ ҫулхи спорт сезонне тишкернӗ. Мероприятие спорт федерацийӗсемпе организацийӗсен ертӳҫисене, пултаруллӑ спортсменсемпе тренерсене йыхравланӑ. «Чемпионсен каҫне» Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ.
Михаил Васильевич иртнӗ ҫула республика спорт енӗпе тивӗҫлипе вӗҫленине палӑртнӑ. Спортпа тата физкультурӑпа туслисен шучӗпе пӗлтӗр Чӑваш Ен Раҫҫейре малта пыракан виҫӗ регион шутне кӗнӗ.
Физкультурӑпа спорта аталантарассине пысӑк тӳпе хывнисенчен пӗрисем тӗрлӗ хисепе тивӗҫнӗ. Европа шайӗнче ҫӗнтерекен йывӑр атлетсене хатӗрлекен, Етӗрне районӗнчи «Присурье» (чӑв. Сӑрҫум) спорт комплексӗн тренер-преподавателӗ Зиновий Неопалимский «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ» пулса тӑнӑ.
Раҫҫейӗн Олимп комитечӗн Фэйр плэй (акӑлчанран ӑна «ултавсӑр вӑйӑ» тесе куҫарма пулать) Раҫҫейри комитечӗн дипломӗпе Шупашкарти Олимп резервӗн сӗтелҫи теннис тата ухӑран перессипе спорт шкулӗн трнерне Галина Малована наградӑланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.